| 1743 | Ӗне каяшӗ ҫемҫе те, усси сахал. | Ӗне |
| 1744 | Ӗне мӑйраки лашана кирлех мар. | Ӗне |
| 1745 | Ӗне мӑйракипе укҫа сӗнет, лаша — кайри урипе. | Ӗне |
| 1746 | Ӗне пӑруланӑ чух вӑкӑрӑн та хӳри ыратнӑ. | Ӗне |
| 1747 | Ӗне пӑруласан — ӗне ырри. | Ӗне |
| 1748 | Ӗне пӑрушӗ ӗне сума ӳркеннӗ. | Ӗне |
| 1749 | Ӗне пулсан сӗт пулӗ, сӗт пулсан ҫу та пулӗ. | Ӗне |
| 1750 | Ӗне пур — ӗмӗт пур. | Ӗне |
| 1751 | Ӗне пуррин сӑй та пур. | Ӗне |
| 1752 | Ӗне сӗт парасшӑн, мӑкри сикесшӗн. | Ӗне |
| 1753 | Ӗне сӗчӗ чӗлхинче, чӑх ҫӑмарти сӑмсинче. | Ӗне |
| 1755 | Ӗне суранӗ курака юранӑ. | Ӗне |
| 1756 | Ӗне ҫиллинче сӗт йӳҫӗхмест. | Ӗне |
| 1757 | Ӗне ҫине ҫилленсе сӗт чӳлмекне ватас мар. | Ӗне |
| 1758 | Ӗне ҫинче йӗнер килӗшмест. | Ӗне |
| 1759 | Ӗне ҫук ҫӗрте качакана та сӗт ҫӑлли теҫҫӗ. | Ӗне |
| 1760 | Ӗне ҫын ури ҫине пуссассӑн: «Ах, хытӑрах пусмаллаччӗ», лаша кӑшт пуссанах: «Ӑх, хытӑ пусрӑм», — тесе пӑшӑрханать. | Ӗне |
| 1761 | Ӗне тӑранать, улпут тӑранмасть. | Ӗне |
| 1762 | Ӗне те йӗтӗрмесӗр сӗт памасть. | Ӗне |
| 1763 | Ӗне тулашма тытӑнсан лашаран усал. | Ӗне |
| 1764 | Ӗне упа мар, урине ҫуласа хӗл каҫмасть. | Ӗне |
| 1765 | Ӗне хӑй пӑрушне сӗксе вӗлернӗ. | Ӗне |
| 1766 | Ӗне хӗрарӑма тӗс, лаша арҫынна тӗс. | Ӗне |
| 1767 | Ӗне хӳри те хӑйшӗн ытлашши мар. | Ӗне |
| 1769 | Ӗне хырӑмне арпа пӑсмасть. | Ӗне |
| 1768 | Ӗне хыҫӗ пуличчен лаша пуҫӗ пул. | Ӗне |
| 1770 | Ӗне чӗччи те тӑваттӑ анчах. | Ӗне |
| 1771 | Ӗне чунӗ сӗт парас, лаша чунӗ мӗнле тӑрантарас тет. | Ӗне |
| 1772 | Ӗнел ӗни пӗр тенкӗ, кайса илме ҫӗр тенкӗ. | Ӗне |
| 1773 | Ӗнелре ҫуралнӑ качака та пурпӗр ӗне мар. | Ӗне |
| 1774 | Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче. | Ӗне |
| 877 | Ӗнен сӗчӗ чӗлхи ҫинче. | Ӗне |
| 1775 | Ӗнен чӗлхи пысӑк та, калаҫма пӗлмест. | Ӗне |
| 1776 | Ӗнене ҫиллине кура хаклаҫҫӗ. | Ӗне |
| 1777 | Ӗнепе лаша ҫур пурнӑҫ. | Ӗне |
| 1778 | Ӗнерен тына кӗтеҫҫӗ, арӑмран ывӑл кӗтеҫҫӗ. | Ӗне |
| 1779 | Ӗнесӗр хӗрарӑмӑн ӗҫ ҫук. | Ӗне |
| 1780 | Ӗнӗҫмен ӗне эрнекун пӑрулать. | Ӗне |
| 1781 | Ӗни йӳн те, хӳри хаклӑ. | Ӗне |
| 1782 | Ӗни мӗнле, хуҫи ҫапла. | Ӗне |
| 1783 | Ӗни пӑр та ҫулать тет пӑрушӗ ҫинӗ чух. | Ӗне |
| 1784 | Ӗни пур та, сӗчӗ ҫук. | Ӗне |
| 1785 | Ӗни сӗтне ӗҫнӗ тет. | Ӗне |
| 1786 | Ӗни хура та, сӗчӗ шурӑ. | Ӗне |
| 2218 | Икӗ кӗсре ӗмекен тиха мӑнтӑр теҫҫӗ. | Ут — Лаша |
| 2219 | Иркӗн лаша ҫине иккӗн те утланаҫҫӗ. | Ут — Лаша |
| 2453 | Ишме пӗлмен кӑвакалне йохан шывах нушнах мар. | Кӑвакал |
| 1470 | Иывӑҫ турачӗ ҫӗр чавма тет. | Йывӑҫ—курӑк |
| 1821 | Йӑваш йыттӑн [хаярӗ] хӳри айӗнчех. | Йытӑ |
| 1822 | Йӑкӑрти йытӑ кашкӑра хирӗҫ тӑмасть. | Йытӑ |